Ҫак кунсенче Шупашкарти В.С. Соколов ячӗллӗ спорт шкулӗнче йывӑр атлетика енӗпе Чӑваш Енӗн Кубокӗн тата ӑмӑртӑвӗн медалӗсене выляттарнӑ. Унта Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Вӑрнар, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк, Патӑрьел районӗнчи 50 ытла спорстмен хутшӑннӑ.
Ӑмӑртӑва арҫынсемпе хӗрарӑмсен тата 18 ҫамрӑкрах хӗрсемпе каччӑсем хушшинче ирттернӗ. Чӑваш Ен кубокӗнче ылтӑн медале ытларах Шупашкарти йывӑр атлетсем тивӗҫнӗ. Хӑйсен виҫе категорийӗсенче Анатолий Иноходов (61 кг виҫе категорийӗ), Юрий Тимофеев (67 кг), Александр Мышов (73 кг), Ринат Гадилов (89 кг), Кирилл Коркин (96 кг), Андрей Каюков (109 килограмран пысӑкрах виҫе категорийӗ). 55 килограмлӑ виҫере Ҫӗнӗ Шупашкарти Андрей Портнов ҫӗнтернӗ. Вӑрнар районӗнчи Артур Афанасьев тата Андрей Алексеев 81 тата 102 килограмшарлӑ виҫере палӑрнӑ.
Вӑрнар районӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм пӗлӗшӗ каланине ӗненсе укҫасӑр тӑрса юлнӑ. Чӑннипе, пӗлӗшӗ те ултавҫӑсен аллине лекнине пӗлмен – укҫа ҫухатнӑ.
Вӑрнар районӗнче хӗрарӑм полицие каланӑ тӑрӑх, пӗлӗшӗ ӑна брокер конторинче регистрациленме сӗннӗ. Кун валли 80 пин тенкӗ тӳлемелле имӗш. Унтан ҫак хӗрарӑма укҫа ӗҫлеме пуҫланине шантарса тата темиҫе хутчен нухрат хывма ӳкӗте кӗртнӗ.
Ултавҫӑсем хӗрарӑм картти ҫине 8 миллион тенкӗ куҫнине кӑтартакан суя чек ярса панӑ, налук тӳлемелле тесе 460 пин тенкӗ куҫарма ыйтнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, броккер конторинче пуйма ӗмӗтленнӗ хӗрарӑм 2 миллион тенке яхӑн ҫухатнӑ.
Броккер конторинче регистрациленме сӗннӗ пӗлӗшӗ вара 1 миллион тенкӗ ҫухатнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чӑваш Енри районсенче ГТО (чӑв. Ӗҫпе хӳтӗлеве хатӗр) нормисене тултарма спорт лапамӗсем малалла хута кайнине паян та Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерчӗ-ха. Аса илтерер, ӗнер ҫеҫ вӗсене виҫӗ районта уҫнӑ. Ку енчен телейлисен списокӗнче — Шупашкар, Хӗрлӗ Чутай тата Пӑрачкав районӗсем.
Ҫав вӑхӑтрах ӗҫе тӗплӗн туманнисем те тупӑнаҫҫӗ иккен. Унтан та ытларах — тивӗҫлипе пурнӑҫламасан та тепӗр ҫӗрте ӗҫе ырласа йышанаҫҫӗ, уншӑн укҫа кӑларса тыттараҫҫӗ. Ҫакӑн пек пӑтӑрмаха Вӑрнар районӗнчи Упнер ял тӑрӑхӗнче тупса палӑртнӑ. Вырӑнти хастарсем кӑлтӑк пирки прокуратурӑна систернӗ.
Ял тӑрӑхӗнчи футбол лапамӗ тунӑ. Вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ӗҫе йышӑннине пӗлтерсе алӑ пусса панӑ. Анчах футбол лапамӗ тӳрӗ мар иккен, лармалли саксем те тивӗҫтермен.
Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне 20 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Кӑҫал ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм пӗр ҫынна пӗчӗк кӗленчепе сӑмакун сутнӑ. Экспертиза палӑртнӑ тӑрӑх, шӗвек хӑрушсӑрлӑх требованийӗсемпе килӗшсе тӑман. 53 ҫулти хӗрарӑма куншӑн явап тыттарма йышӑннӑ.
Хайхискер полицейскисене тавӑрас тесе хӑйсене айӑплама хӑланнӑ: лешсем килӗнче ухтарнӑ чухне укҫа вӑрланӑ-мӗн. Анчах тӗрӗслев ҫакна ҫирӗплетмен.
Хӗрарӑм судра айӑпне йышӑнман. Судья ӑна 1 ҫул та 2 уйӑх та 25 кунлӑха тӗрмене хупмасӑр айӑплама палӑртнӑ
Раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗн тӗлне Чӑваш Енре 782 ача пневмонипе чирленине тупса палӑртнӑ. Республикӑн Сывлӑх сыхлавӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак цифра пӗлтӗрхи танлаштаруллӑ тапхӑртинченпысӑк мар.
Ачасем пневмонипе чирленине Улатӑр, Вӑрнар, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Елчӗк районӗсенче, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш хулисенче йыллӑ палӑртнӑ.
Пневмонипе 3-6 ҫулсенчи (33,6%), 7-14 ҫулсенчи ачасем (30,8%) тата тин ҫуралнисенчен пуҫласа 2 ҫула ҫитичченхисем (29%) ытларах чирленӗ. 15-17 ҫулсенчисем аптӑрасси йышлӑ мар. Цифрӑсене процент ҫине куҫарса пӑхсан, вӑл – 6,6%.
Пневмони — ӳпкен питех те хӑрушӑ чирӗ. Унӑн паллине ҫивӗч респираторлӑ вирус чирӗпе пӗр евӗр. Вӑхӑтра сиплеме пуҫламасан амак шала каять, ҫын вилме пултарать.
Мускавран Хусана хӑвӑрт ҫӳремелли автомобиль трасси Чӑваш Енри ултӑ район урлӑ иртӗ. Ҫакӑн пирки республикӑн транспорт министрӗ Александр Николаев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев тунтикунсерен ирттерекен паянхи канашлура пӗлтернӗ.
Автоҫул тӑвас ыйтӑва иртнӗ эрнере Мускавра иртнӗ Транпспорт эрнинче хускатнӑ.
Аса илтерер: «Мускав-Хусан» автоҫулӑн малтанхи икӗ участокне («Мускав — Улатимӗр» тата «Канаш — Хусан») 2021 ҫулхи III-IV кварталсенче проектласа пӗтермелле.
Хӑвӑрт ҫӳремелли трасса Чӑваш Енре 90-а яхӑн километр тӑршшӗ пулӗ. Вӑл Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Комсомольски, Канаш тата Тӑвай районӗсем урлӑ иртӗ.
Васкакан вакка сикнӗ теҫҫӗ. Пӗрне-пӗри ҫул парас мар тесе сӗмсӗрленнипе ҫул ҫинче сахал мар инкек пулса иртет.
Вӑрнар районӗнче, акӑ, икӗ машина ҫапӑннӑ. Инкеке Renault «Megan» тата «ВАЗ-21101» автомобильсем лекнӗ. Малтанласа шушӑшланӑ тӑрӑх, ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ машина ВАЗ автомобиле тӗп ҫул ҫине тухнӑ чух ҫул паман.
Ҫапӑннӑ хыҫҫӑн ВАЗ водителӗ, 24 ҫулти ҫамрӑк арҫын, вилнӗ. Унӑн 22 ҫулти мӑшӑрӗ (вӑл йывӑр ҫын пулни паллӑ) тата вӗсен 2 ҫулти ывӑлӗ пульницӑна лекнӗ.
Инкекшӗн айӑплӑ тесе шухӑшлакан водителе тӗрӗсленӗ те ӳсӗррине палӑртман. Вӑл та халӗ пульницӑра сипленет.
Ҫул ҫинчи инкек мӗнле сӑлтавпа пулса иртнине специалистсем каярах татӑклӑн калӗҫ-ха. Халӗ тӗпчевҫӗсем малалла ӗҫлеҫҫӗ.
Йӗпреҫ районӗнче республикӑри чи лайӑх халӑх театрӗсен тата драма ушкӑнӗсен «Тамаша» республикӑри V фестивалӗ иртнӗ. Унта тӗрлӗ клубри 7 коллектив хутшӑннӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура ҫуртӗнчи ушкӑн (режиссерӗ А. Алексеева) Т. Петӗркки пьеси тӑрӑх лартнӑ «Ҫӗрлехи ҫиҫӗм» спектакле Ҫӗнӗ Эйпеҫре кӑтартнӑ. Шупашкар районӗнчи Апашри клуб-музей (режиссерӗ О. Ерилеева) Е. Орлован «Шутсӑр пурӑнас килет» пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ ӗҫпе Пучинкере пулнӑ. Элӗк районӗнчи халӑх театрӗ (режиссерӗ И. Афанасьева) Н. Сидоровӑн «Пуҫана тӑк пуҫана» камитне Кӗлӗмкассинче кӑтартнӑ. Туҫара Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрвашри (режиссерӗ З. Васильева) хӑй тӗллӗн вӗреннӗ артистсем Н. Айзманӑн «Шикли шикленнӗ – кӗрӗк пӗркеннӗ» камичӗпе пулнӑ. Энтриеле Муркаш районӗнчи Орининри (режиссерӗ А. Андреев) артистсем Н. Терентьевӑн «Ҫӗмӗрт шап-шурӑ ҫеҫкере» пьесипе кайнӑ; Чӑваш Тимеше — Н. Сидоровӑн «Кӳршӗ хӗрӗ» ӗҫпе Вӑрнарти халӑх театрӗ; Ирҫе Ҫармӑса — Вӑрнар районӗнчи Чӑрӑшкас Хирлепри (режиссерӗ О. Ефремова) Л. Казанцеван «Кученеҫ упӑшка» камичӗпе.
Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 31 ҫулти арҫын 10 ҫулти ачишӗн чылай вӑхӑт алимент тӳлемен. Ҫакна кура малтан ун тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Анчах арҫын хӑнк та туман, алимент парӑмне татман. Вӑл ӗҫе вырнаҫма та тӑрӑшман.
Кун хыҫҫӑн ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следовательсем ӑна суда пӑхса тухма панӑ. Нумаях пкулмасть арҫын тӗлӗшпе приговор янӑранӑ. Алимент тӳлемен ашшӗне судья ҫирӗп режимлӑ колоние 5 уйӑхлӑха ӑсатма йышӑннӑ.
Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 56 ҫулти хӗрарӑм упӑшкине ҫатмапа пуҫӗнчен тата питӗнчен ҫапнӑ. Тимӗр ҫатма ачашламасть ҫав ӗнтӗ — арҫын пульницӑра сипленмеллех аманнӑ.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Арҫын ӳсӗр пулнӑ. Ӗҫекен ҫын никама та савӑнтармасть те, арӑм чӑтайман курӑнать. Упӑшкине тарӑхнипе вӑл алла тимӗр ҫатма ярса илнӗ. Унпа икӗ хутран кая мар ислетнӗ.
Аллине ирӗке янӑ хӗрарӑма нумаях пулмасть суд тунӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 1 ҫул та 6 уйӑхлӑха айӑплама йышӑннӑ, сӑнав вӑхӑтне икӗ ҫул тесе палӑртнӑ. Кунсӑр пуҫне хӗрарӑмӑн упӑшки пульницӑра сипленнишӗн укҫа тӳлемелле. Обязательнай медицина фондне. 31 пин тенке яхӑн. Пульницӑра сипленнин тӑкакӗ ҫавӑн чухлӗ пухӑннӑ иккен.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.07.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.